Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Айхине (Виктор Аванмарт)

Эп Нобель премине тивӗҫмесен,
ман халӑхӑм пӗтет»,-
Леон Робеле каланӑ тет Айхи.
Ан васка-ха, Леон, пире пытарма.
Эпӗ пур-ха халлӗхе
Ку халӑхӑн, ан ман.
Памастпӑр пуль пӗтмех.
Мӗн тӑма пӑрахиччен
вӑрлӑхна сар чӑваша-
терӗ пӗрре хуначи.
Итле аслӑ Ӑслине,
манкаласа ан пӗтер
Ырӑ вӑррине. Тен, кирлӗ пулӗ.

Чӑваш тӑпри хупларӗ тупӑкна,
чечексене хупларӗ шурӑ юр.
Илмесӗр юлчӗ пӗр ҫỹлем,
ан хуйхӑр ун пирки, Айхи.
Пӗтмен ха санӑн та ӑру,
ак кӗҫҫӗнни - Анюта,
кӗҫех тултарӗ ҫиччӗ.
(Пултарнӑ эс те вӑхӑтра)
Эс ан кулян.
Шӑплантӑн. Вырт.
Ак Алекҫи, ытти…
Ҫич ют та пуҫ таять.

Сан Ҫӗньялти тӑпру ҫине-
Яппун ҫынни те, акӑлчан та,
Тутар та килӗ. Чӑвашсем те,
Тен, виҫҫӗн килӗҫ.
Тен, виҫесӗр
Сан пулӗ тивӗҫ,
Эс вӗсене ан кӗвӗҫ.

Эс вӗҫ.
Эс – сӑвӑҫ.

Виктор Аванмарт, Чӗмпӗр, 2006

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти Геннадий Айхине халалланӑ сӑвӑсене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-12 08:59:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3006 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем